Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче «Чӑваш пики» конкурс 3-мӗш хут иртрӗ.
Конкурса пурӗ 16-22 ҫулхи 14 хӗрупраҫ хутшӑнчӗҫ. Конкурсра хӗрсен малтан хӑйсем пирки каласа памалла пулчӗ, кайран историпе йӑла-йӗркесене епле пӗлнине кӑтартрӗҫ. Хӗрсем ҫавӑн пекех хӑйсен юрри-ташшисемпе жюрире ларакансемпе курма килнӗ хӑнасене савӑнтарчӗҫ. Жюри ҫыннисем конкурса хутшӑнакансем хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе те тутанса пӑхрӗҫ.
Конкурса курма килнӗ хӑнасене хӑйсен юррисемпе «Хусан чӑвашӗсемпе» «Янташ» ушкӑнсем, Алевтина Соколова, Михаил Федоров, Вячеслав Христофоров юрӑҫсем савӑнтарчӗҫ.
Пӗрремӗш вырӑна Шупашкар районӗнчен килнӗ Оксана Воробьева йышӑнчӗ. Вӑл Мускава кайӗ, «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса хутшӑнӗ.
Иккӗмӗш вырӑн Етӗрне районӗн хӗрне, Анастасия Ивановӑна лекрӗ, виҫҫӗмӗшӗ — Куславкка районӗнчи Галина Строгинӑна.
Кунерти ялӗнчи культура ҫуртне ҫенетсе юсанӑ хыҫҫӑн ҫын чунӗ кӗме пуҫланӑ: халӗ кунта тӗрлӗ мероприятисем пуҫсӑр конкурссем те, КВНсем те, чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗсем те иртеҫҫӗ.
Акӑ, нумай пулмасть, иртнӗ шӑматкун, раштавӑн 15-мӗшӗнче, ял ти культура ҫуртӗнче ятарласа Шупашкартан килнӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Юратсан юрлас килет» ятлӑ спектаклӗ иртрӗ.
Куракансене спектакль питӗ килӗшрӗ, уйрӑмах Надежда Зубковӑпа Виталий Карпов вылянӑ тӗп сӑнарсем ҫынсене килӗшрӗҫ. Ҫавӑн пекех Любовь Фёдорова выляни те Кунер халӑхне кӑмӑла кайрӗ.
Спектакль вӗҫленнӗ хыҫҫӑн артистсем хӑйсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗшӗн Кунер халӑхне тав турӗҫ, тепӗр хут килме сӑмах пачӗҫ.
Сӑмах май, ку спектакле эсир шӑматкун, раштавӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарта курма пултаратӑр. Спектакле Чӑваш академи драма театрӗнче лартӗҫ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.
Паян Куславкка ача-пӑча вулавӑшӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Ара, ӑна йӗркеленӗренпе 60 ҫул иртнӗ-ҫке! Ҫавна уявласа иртернӗ те ӗнтӗ меропрятине. Кашни хӑнана вулавӑш ертӳҫи Цирулина Екатерина кӗтсе илчӗ, вулавӑшри ӗҫлекенсем те чаплӑ программа хатӗрленӗ.
Уявра Куславкка хула тӑрӑхӗн ертӳҫи Колумб Валентин Николаевич та пулнӑ. Ҫавӑн пекех хӑнасем хушшинче Хасанов Рифат Хафизовича (Куславкка администрацийӗн ӗҫӗсене ертсе пыракан), Ларионов Александр Павловича («Козловкамежрайгаз» филиалӑн ертӳҫи), Казакова Екатерина Георгиевнӑна (ача-пӑча кӗвӗ шкулӗн директорӗ), Солдатихина Марина Сергеевнӑна (Куславкка районӗн социаллӑ аталанӑвӗн тата архив ӗҫӗн пай начальникӗ), вулавӑш ӗҫӗн ветерансене курма май пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |